Ял хуҫалӑхӗ
"Ольдеевская" АХОн директорсен канашӗн ертӳҫи Евгения Беликова Шупашкар районне кӗрекен, анчах Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ "Ольдеевская" агрофирма республикӑри тӑнӑҫ та ура ҫинче ҫирӗп тӑракан хуҫалӑхсенчен пӗри. Акционерсен хупӑ обществинче ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев пулнӑ. Михаил Васильевич обществӑн директорсен канашӗн ертӳҫипе Евгения Беликовапа курнӑҫнӑ. Агрофирмӑна, сӑмах май каласан, Евгения Алексеевнан ывӑлӗ Андрей Викторович гендиректор пулса ертсе пырать. Теплицӑра пахча-ҫимӗҫ ӳстернисӗр пуҫне "Ольдеевская" акционерсен обществи чечек туса илет, ӗне-выльӑх тытать. Евгения Беликова Элтепере пӗлтернӗ тӑрӑх, агрофирмӑн рентабельлӗхӗ иртнӗ ҫул 32,5 процентпа танлашнӑ. Продукци хӑйхаклӑхне производствӑна модернизациленипе чакарма май килет иккен. Кӑҫал теплицӑсене икӗ гектар ҫинче ҫӗнетесшӗн тата тепӗр, хальхи шучӗпе тӑваттӑмӗш пулӗ, котельнӑй хута ярасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн Правительствин пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗнче республикӑн Тӗплӗ юсав фондне уйӑрмалли укҫа виҫине йӑнӑш кӑтартни пирки патшалӑхӑн мар массӑллӑ информаци хатӗрӗсем хытах сӳтсе яврӗҫ. ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ йышӑнура 927 миллиард (тӗрӗссипе миллион пирки сӑмах пырать) тенкӗ тесе кӑтартнӑ. 25 регион бюджечӗпе танлашакан ҫак суммӑна ҫырса хунишӗн кам айӑпли, кам вара ӑна пӑхса ҫитерейменни пирки ку хыпара илтнисем хытах шавларӗҫ. Паян ЧР Патшалӑх Канашӗн хысна енӗпе ӗҫлекен комитет ларӑвӗ иртнӗ. Унта йӑнӑш документ пирки те калаҫса илнӗ. Республикӑн финанс министрӗ Светлана Енилина официаллӑ документа вӗсен министерствине ҫитернӗ чух вӑл тӗрӗсех пулнине пӗлтернӗ. Правительство йышӑнӑвне йӑнӑш цифрӑпа кӑларса яракансене явап тыттарассипе тыттармассине пӗлменниине ӗнентернӗ, мӗншӗн тесен ҫав цифрӑшӑн яваплисене ӗҫе илекенӗ эп мар тесе ӑнлантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Шупашкарта ял хуҫалӑх продукцине сутасси енӗпе ярмӑркка ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл хӑш вырӑнсенче пуласси паллӑ ӗнтӗ. Ярмӑркка ирттерессине паян, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, палӑртнӑ. Постановление Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков алӑ пуснӑ. Ярмӑрккӑна ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Вӑл виҫӗ вырӑнта иртӗ: «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче, «Дар» тулли мар яваплӑ обществӑра, «Суту-илӳ компанийӗ» тулли мар яваплӑ обществӑра. Сутмалли вырӑнсемпе тӳлевсӗрех тивӗҫтереҫҫӗ. Продукцие вара йӳнӗ хакпа туянма май пулӗ. Пенсионерсене, ветерансене, сусӑрсене тӳлевсӗрех килех леҫсе парӗҫ. Ярмӑркка ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗччен пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Комсомольски районӗнчи Аслӑ Ҫӗрпӳелти фермер йӳҫмен сӗтлӗ ӗне тытать. Ку ӑрата вӑл Мускав облаҫӗнче туяннӑ. Вырӑссен хура-ула ӑрачӗпе Индири зебу текеннипе хутӑштарнӑ ӑратлӑ мӑйракаллӑ шултра выльӑх паян ун хуҫалӑхӗнче 40 пуҫ. Вӗсенчен хӑшӗсем пӑрулама та ӗлкӗрнӗ. Ӗнесене вырӑнтах пӗтӗлентерме май килтӗр тесе вӑкӑр та туяннӑ фермер. Экзотикӑллӑ ӑратлӑ ӗнен сӗчӗ паха тесе ырлаҫҫӗ вырӑнтисем. Тата вӑл час йӳҫмест иккен. Хӑйне евӗр ӑратлӑ ӗне-выльӑх епле ӗрченипе нумаях пулмасть вӑл тӑрӑхри тӳре-шара — район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Самаркин тата райадминистрацин ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Илдус Миннетуллин — паллашнӑ. Фермерӑн, сӑмах май каласан, ахаль йышши ӑратлӑ ӗнесем те пур. Сумаллисем паянхи куна унӑн — 61 пуҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Шупашкар районӗнчи Тренкасси ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ «Чӑваш бройлерӗ» хальхи вӑхатра ҫӑмӑлах мар вӑхӑта тӳссе ирттерет. Кун пирки маларах, иртнӗ ҫулхи раштав вӗҫӗнче, республикӑн правительствин шайӗнче те сӑмах хускатнӑччӗ. Предприяти укҫана айккинелле ярать тесе Чӑваш Енӗн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен комитечӗ унпа судлашса та илнӗччӗ. Ура ҫинче ҫак таранччен ҫирӗп тӑнӑ предприятие вайсӑрлатма юраманнине такам та ӑнланмалла. Хамӑр ҫӗршывра тавар туса илекенсене пулӑшма тӑрӑшакан саманара «Чӑваш бройлерне» те тӗкӗ кӳрес шанчӑк пур. Кун пирки хапрӑкра пулнӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков пӗлтернӗ. Предприятие пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗхе аталантаракан федераци корпорацийӗнчен ҫӑмӑллӑхлӑ кредит памалла. Маларах ун пеккине корпораци Чӑваш Енри ултӑ проект валли уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Ял хуҫалӑх отраслӗшӗн хальхи вӑхӑт яваплӑ тапхӑрсенчен пӗри. Вӑрлӑха ака кондицине лартмалла, ҫитменнине туянмалла, ҫунтармалли-сӗрмелли материал, техника валли саппас пайсем, удобрени илмелле. Шӑмӑршӑ районӗнчи «Колос» тулли мар яваплӑ хуҫалӑх акана тухма хатӗр темелле. Унта вӑрлӑх та йӑлтах кондициллӗ, бензин-топливо та ҫителӗклех туянса хатӗрленӗ, удобрени кӳрсе килесси малалла пырать. Ҫураки валли кирлӗ техникӑна ҫак уйӑх вӗҫлениччен юсаса пӗтермелле. Хуҫалӑхӑн учредителӗпе Юрий Павелкинпа паян Шӑмӑршӑ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Денисов тӗл пулнӑ. Юрий Павелкин — «СимбирскМука» учредителӗ, «Симбирка» суту-илӳ ҫурчӗн тӗп директорӗ. Район ертӳҫине ҫав ҫын кӑҫал ҫуртрисем 1300 гектар йышӑнассине пӗлтернӗ, ҫав шутран 400 гектарне сахӑр кӑшманӗ йышӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Ял хуҫалӑхӗ
Ял халӑхне мӗн пӑшӑрхантарать? Сӗт хакӗ. Ара, тупӑш тумалли тӗп мелсенчен пӗри-ҫке вӑл. Ял ҫынни сӗт сутса та пулин газшӑн, ҫутӑшӑн тӳлемеллех укҫа тӑвать. Анчах хак ял ҫыннине калаҫтарма пӑрахмасть. Лавккасенче сӗт хакӗ йӳнелни курӑнмасть. Пачах тепӗр май — ӳсет ҫеҫ. Сӗт туянакансен вара хакӗ йӳнелсех пырать. Чылайӑшӗ каланӑ тӑрӑх, хаксем пӗлтӗрхинчен пӗчӗкрех пулнӑ. Ун чухне 20 тенкӗрен иртнӗ, кӑҫал вара — пӗчӗкрех. ЧР Ял хуҫалӑх министерствин сайтӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне чылай районта сӗте 15–16 тенкӗпе пухнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнта 17–18 тенкӗпе пухакан пулнӑ. Анчах ку та ял халӑхӗшӗн, манӑн шухӑшпа, ҫителӗксӗр. Сӗт туса илессишӗн мӗн чухлӗ тӑрӑшмалла? Выльӑх-чӗрлӗх пӑхасси — шӳт мар. Утӑ хатӗрлес тесен ҫӑвӗпех тар тӑкмалла. 1 ӗне усракансене те йывӑр. 2–3 ӗне тытакан пирки каламалла та мар ӗнтӗ. Манӑн пӗлӗш икӗ ӗне усрать. Кунне 25 литр сӗт сутать. Халӗ пӗр литрне 15 тенкӗпе пухаҫҫӗ. Ҫапла 375 тенкӗ тупӑш тӑвать вӑл кунне. Хальхи пурнӑҫпа танлаштарсан, ку пысӑк укҫа мар. Лайӑх кӑлпасси те 1 килограмӗ ун чухлӗ тӑмасть. |
Ял хуҫалӑхӗ
«Санар» агрофирма ӗҫченӗсем Ҫулла ҫуна, хӗлле урапа хатӗрлеме хушнӑ чӑваш. Вӑрнар районӗнчи «Санар» хуҫалӑх та ҫавӑн пек тӗллевпе ӗҫлесе пурӑнать. Агрофирма ӗҫченӗсем ҫуракине хатӗрленнӗ май ангарсенче упранакан ҫӗрулмине суйлаҫҫӗ. Иккӗмӗш ҫӑкӑра хуҫалӑхра 100 гектар лартма палӑртаҫҫӗ. Лаптӑка ӳстерес маррине сутма пайталлӑ маррипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӗҫӗ нумай та сутма тӑрсан йӳнӗпе каять тесе шухӑшлаҫҫӗ унтисем. «Гала» сортлӑ ҫӗрулмине хальлӗхе агрофирма 90 тонна хатӗрленӗ. Вӑл пӗтӗмпех — пӗрремӗш репродукциллӗ. Агрофирма ертӳҫи Роберт Петров иккӗмӗш ҫӑкӑра суйланӑ ҫӗрте кунсерен 15–20 ҫын ӗҫленине пӗлтерет. Вӗсенчен уйрӑмах тӑрӑшуллисене вӑл ятран асӑнать. Хуҫа хисепне Ирина Афанасьева, Николай Иванов, Нина Александрова, Елена Мутина тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
Вӑрмар районӗнче уйрӑм хушма хуҫалӑх тытакансемпе тата хресчен (фермер) хуҫалӑхӗсен ертӳҫисемпе тӗлпулу ирттернӗ. Ӑна патшалӑх кӳрекен пулӑшу пирки каласа-ӑнлантарса парас тӗллевпе пухнӑ. Семинарта «Поддержка начинающих фермеров» (чӑв. Ӗҫе пуҫаракан фермерсене пулӑшасси) тата «Развитие семейных животноводческих ферм» (чӑв. Ҫемьери выльӑх-чӗрлӗх фермисене аталантарасси) программӑсем пирки уҫӑмлатнӑ. Фермерсемпе хушма хуҫалӑх тытакансен умӗнче «Агро-Инновации» хыснан унитарлӑ предприятийӗн экономист-консультанчӗ О.А. Михайлова тухса калаҫнӑ. Маларах асӑннӑ программӑсене лекес тесен епле хутсем хатӗрлемеллипе, конкурс условийӗсемпе паллаштарнӑ вӑл. Бизнес-плана епле хатӗрлемелли, укҫана ӑҫта ямалли, мӗншӗн укҫа уйӑрмасан та пултарасси тата ытти ыйтӑва та уҫӑмлатнӑ семинара пухӑннисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял хуҫалӑхӗ
«Чӑваш бройлерӗ» хапрӑк директорӗ Алексей Подорванов Шупашкар районӗнчи Тренкасси поселокӗнче вырнаҫнӑ, ятлӑ-сумлӑ «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчи хумхантаракан лару-тӑру пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен темиҫе те ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ-хӗле Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче пӑхса тухмалла пулнӑччӗ. Суда тавӑҫпа тухаканни — республикӑн Пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗ. Ведомство хапрӑкӑн директорӗ Алексей Подорванов тӗлӗшпе тавӑҫ шӑрҫаланӑччӗ. Суда тухнӑ хутра патшалӑх комитечӗ «Чӑваш бройлерӗ» пуҫлӑхӗнчен 14 миллион тенкӗ шыраса илес кӑмӑллине палӑртнӑччӗ. Чӑваш Енӗн Арбитраж судӗнче Чӑваш Енӗн Пурлӑх комитечӗ ҫӗнтернӗ. «Чӑваш бройлерӗпе» «Каневӑри ҫӑкӑр продукчӗсен комбиначӗ – инвест» тулли мар яваплӑ общество хушшинчи 14 миллион тенкӗлӗх килӗшӗве суд саккунлӑ мар тесе йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, ку укҫаран 3 миллионӗ хапрӑка тырӑпа таврӑннӑ, 5 миллионне укҫан куҫсарса панӑ, юлнӑ 6 миллионне ҫак уйӑх вӗҫӗччен тавӑрса памалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |